Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксен форумĕ – 14-мĕш хут

Çамрăксен форумĕ – 14-мĕш хут

Атăл леш енче кăçалхипе 14-мĕш хут «МолГород» форум иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшăлăх Думин депутачĕ Алла Салаева тата ыттисем те хутшăннă.

Форума 500 ытла çамрăк пухăннă. Вĕсем валли «Патшалăх çамрăксен политики», «Бизнес тата услам ĕçĕ», «Технологисемпе масс-медиа», «Ыр кăмăллăх ĕçĕ. Эпир пĕрле», «Культура тата пултарулăх», «Ĕçлекен çамрăксем» лапамсем ĕçленĕ. Тĕрлĕ тытăмри экспертсем – министрсем, бизнесменсем, общество деятелĕсем, психологсем – çамрăксем валли ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ, калаçусем ирттернĕ май яш-кĕрĕме пурнăç тата ĕç опычĕпе те паллаштарнă. Раççейре çамрăксен политики çĕнĕ шая хăпарнине палăртнă май Олег Николаев çапла каланă:

– Эпир çамрăксем пуçаруллă пулнине, вĕсен вăйĕ тапса тăнине, ыранхи кун яш-кĕрĕмпе хĕр упраçăн аллинче иккенне ăнланатпăр. Çавăнпа та Чăваш Енре Раççейшăн эксклюзивлă йышăнусем тăватпăр. Ку – кашни муниципалитетра çамрăксен ĕçĕпе тăрăшакан канашçăсен должноçне кĕртни, çамрăксен политикин управленине туса хуни. Эпир республикăри çамрăксен Раççей шайĕнчи çитĕнĕвĕсемпе те савăнма пултаратпăр.

Студентсем, ĕçлекен çамрăксем ертỹлĕх патне тĕрлĕ ыйтупа тухма пултарнă. Вĕсене ытларах спорта аталантарассипе, таса та тирпейлĕ пурăнассипе, малашлăхпа çыхăннă ыйтусем интереслентерни паллă пулнă.

Форума пирĕн округран Елчĕк тата Аслă Елчĕк шкулĕсенче 9-мĕш класра вĕренекенсем те хутшăннă. Вĕсем хăйсене тĕрлĕ ăсталăх класĕсенче тĕрĕсленĕ.

Округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Марина Вастулова пĕлтернĕ тăрăх, вĕренекенсем çул çỹревпе кăмăллă юлнă. Уйрăм палаткăсенче 3 çĕр каçнă, тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă хĕр ачасем çĕнĕ тус-тантăшпа паллашнă.

– Эпĕ асăннă форума 2-мĕш хут хутшăнатăп. Уявпа питĕ кăмăллă юлтăмăр. Çакăн пек мероприятисем пире чи малтанах тĕрлĕ енлĕ аталанма, ыттисемпе хутшăнма, малашлăхра хамăра хăюллăрах тата шанчăклăрах тытма çул уçаççĕ, – палăртать Аслă Елчĕкре пурăнакан Карина Хушкина.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code